Патӑрьел районӗнчи икӗ ял тӑрӑхӗ тӗлӗшпе вӑл тӑрӑхри прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ.
Суда хут шӑрҫаличчен прокуратура ҫутҫанталӑк ҫинчен калакан саккуна ял тӑрӑхӗсенче епле пурнӑҫланине тӗрӗсленине пӗлтерет.
Йӑлари каяша тата ҫӳп-ҫапа пуҫтарассипе турттарасси вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ пулса тӑрать. Аслӑ Арапуҫ (Первомайскинчи) тата Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗсем ку енӗпе ӗҫлесе ҫитерейменнине асӑрханӑ. Вӗсем ҫӳп-ҫапа пухассине йӗркелеменнине кура ҫынсем ӑҫта кирлӗ унта переҫҫӗ.
Кӑлтӑка асӑрханӑ прокуратура ӗҫченӗсем РФ Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 6,3 статйипе ӗҫ пуҫарнӑ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене 500-шер тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫӳп-ҫапшӑн яваплисене прокуратура административлӑ майпа асӑрхаттарма сӗннине пурнӑҫласа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем вырӑнтисене явап тыттарнӑ.
Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса прокуратура суда та тавӑҫпа ҫитнӗ.
«Первомайски ял вулавӑшӗнче иккӗн вӗсем: Тихоновӑпа Степанова. Ӗҫӗ те ҫавӑнпа курӑмлӑ. Календарьпе килекен уявсенче мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсене ачасене те, аслисене те, ваттисене те явӑҫтараҫҫӗ», — тесе хыпарлать Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат.
Ӳсӗм ҫулне кура кашнине вулавӑша уттармалли майсем тупаҫҫӗ тесе ҫырнӑ унта. Саккӑрмӗш теҫеткепе пыракан А. Албутова Пӳртлӗрен пулин те пӗр ҫӗнӗ кӗнекене те вуламасӑр хӑвармасть. В. Михалукова та ҫавӑн пекех иккен. Тивӗҫлӗ канури П. Дикин детективсем вулама кӑмӑллать. Вулакансен юбилейӗсене те палӑртаҫҫӗ.
— Гармонисчӗ те хамӑрӑн, артисчӗсем те хамӑр эпир, — калаҫӑва тӑсать 20 ҫул ытла вулавӑшра ӗҫлекен Татьяна Витальевна — сцена ҫинчен анмастпӑр. Ҫурхи ака-суха вӑхӑтӗнче агитбригадӑпа та ҫӳрерӗмӗр.
«Волейбол выляссине йӗркелерӗмӗр. Турнирсем пулаҫҫӗ-ҫке. Мӗншӗн пирӗн айккине юлмалла?» — тесе калать-мӗн Татьяна Владимировна.
Халӗ вулавӑш ӗҫченӗсем унта чылай вӑхӑт тӑрӑшнӑ Никитинсен династийӗ пирки хӑтлав хатӗрлеҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑра ҫул ҫинче икӗ ҫын вилнӗ. Иккӗшӗ те — водитель айӑпӗпе. «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче правасӑр водитель руле итлеттереймен — ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель вырӑнтах вилнӗ. 16 ҫулти пассажира вара Патӑрьелти пульница илсе ҫитернӗ.
21 сехетре «Вӑрнар — Упи — Красноармейски» ҫул ҫинче паллӑ мар водитель ҫуран утакан ҫын ҫине кӗрсе кайнӑ. 55 ҫулти арҫын ҫавӑнтах сывлама чарӑннӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличченех… Водитель вара вырӑнтан тарнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫак аварие куракансене шырать. Вӗсене 24-27-97 е 24-27-11 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫынсен шӑпишӗн пӑшӑрханать. Ӳсӗр водительсене курсан 8(8352) 24-27-11, 24-07-70 номерсемпе шӑнкӑравлама та ыйтаҫҫӗ.
«Подвиг предков бессмертен» (чӑв. Асаттесен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр) — ҫак ятпа Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн республикӑра шкул ачисен хайлавӗсен пуххине кӗнекен пичетлесе кӑларнӑ. Тиражӗ 500 экземпляр. Конкурса республикӑри коммунистсен партийӗ 2015 ҫулта фашистла Германие ҫапса аркатнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ. Вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ хӑйсен тӑванӗсемпе ял-хула тӑрӑхӗсенчи паттӑрсем ҫинчен конкурса пурӗ чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 126 ӗҫ килнӗ: республикӑри 14 районпа 5 хуларан.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнчи Андрей Петров тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта: Кристина Аверьянова (Вӑрмар районӗ, Мӑнҫырма), Лилиана Михайлова (Шупашкар районӗ, Ҫӗньял), Ангелина Ястребова (Муркаш районӗ, Муркаш) тата Николай Иванов (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш). 3-мӗш вырӑна Кристина Прокопьева (Йӗпреҫри 1-мӗш шкул), Софья Яруткина (Шупашкар районӗ, Ҫӗньял), Александр Кузин (Ҫӗрпӳ районӗ, Туҫи), Денис Базманкин (Патӑрьелти 1-мӗш шкул), Варвара Фёдорова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкул) тата и Михаил Евсягин (Ҫӗмӗрлери 2-мӗш шкул) тухнӑ.
Кӗнекере конкурса хутшӑннӑ пур авторӑн хайлавне те пичетленӗ.
Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра «Савӑнӑҫ» клуба ҫӳрекенсен алӗҫӗсемпе курав йӗркеленӗ. Унта Валентина Николаевӑн тата Татьяна Поляковӑн ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ.
Валентина Валерьяновнӑн экспозицийӗнче — 16 ӗҫ. Вӑл портретсем, алшӑллисем, пейзажсем тӗрленӗ. Чечек композицийӗсем, ҫекӗлпе ҫыхнӑ ҫухавасем те пур унӑн.
Татьяна Александровна вара 11 ӗҫне курава илсе пынӑ. Унӑн ӗҫӗсенчен ӑшӑлӑх, ҫутӑ тапса тӑрать. Сюжечӗсем тӗрлӗрен.
Валентина Николаевӑпа Татьяна Поляковӑн куҫа илӗртнӗрен вӗсемпе пӗр чарӑнми киленме пулать. Курав ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пулать.
Патӑрьелти «Добрый» (чӑв. Ырӑ) лавкка вӑрҫӑ ветеранӗсене ырӑ тунӑ. Юрий Трофимов уйрӑм усламҫӑн лавкки ӗнер Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе районти мӗнпур ветерана 500-шер тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Патӑрьелте пурӑнакан виҫе ветерана лавкка 1000-шер тенкӗлӗхех сертификат тыттарнӑ.
«Паттӑрлӑхӑршӑн эпир сирӗн умӑрта пуҫа таятпӑр. Раҫҫей ҫарӗ паян та ҫар йӑли-йӗркине тытать, ҫӗршыва шанчӑклӑн хӳтӗлет», — тесе хитре сӑмахсем каланӑ май лавкка хуҫисем шур сухалсене ырӑ суннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене — вӗсем паян Патӑрьел районӗнче 38-ӑн юлнӑ — «Рэмис» тулли мар яваплӑ пӗрлӗх (пуҫлӑхӗ — Минхайдер Юсупов) савӑнтарнӑ, вӑл кашни валлиех парне хатӗрленӗ.
«Чи тӗрӗс те суйма май килмен кӑтарту — 100 гектар пуҫне ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илни», — теме юрататчӗ Шупашкар районӗнчи Свердлов ячӗллӗ колхоза, ас тӑвасса виҫӗ теҫеткене яхӑн ҫул, ертсе пынӑ Александр Пушкин. Ҫак цифра тӑрӑх хакласан, ял хуҫалӑх продукцине туса илекенсем Шупашкар районӗнче пуринчен тухӑҫлӑрах ӗҫленӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑвашстат кӑтартӑва ку енпе тишкернине сӑнанӑ май ҫапла пӗтӗмлетме май килет.
100 гектар ял хуҫалӑх ҫӗрӗ пуҫне ял хуҫалӑх продукцине республикӑра вӑтамран 430 пин тенкӗлӗх туса илнӗ. Шупашкар районӗнче ку цифра 2137 пин тенкӗпе танлашать, Патӑрьел районӗнче — 515 пин, Шӑмӑршӑ районӗнче — 501 пин, Муркаш районӗнче — 450 пин, Ҫӗрпӳ районӗнче — 451 пин.
Ытти района илсен, 105 пин тенкӗрен пуҫласа (Улатӑр районӗнче) 427 пин тенкӗ таран (Вӑрнар районӗ).
Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта «Илемпипе Сентти» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина вӗрентекенсем йӗркеленӗ.
Чи малтан Илемписемпе Сенттисем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Апат-ҫимӗс янтӑлама та ӑста иккен ачасем, юрра-ташша та юратаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшне те пулӑшаҫҫӗ, спортпа та туслӑ…
Иккӗмӗш конкурс вара «Сала кайӑк ташши мар, чӑваш ачин ташши…» ятпа иртнӗ. Такмак каласа чӑвашла кӗвӗ ҫеммипе ҫав тери хитре ташланӑ.
«Ӑс-хакӑла ачаран туптаҫҫӗ» конкурсра чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тӑван ен культурипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравланӑ. «Юлашки вӑхӑтра ачасен урамри вӑййисем курӑнми пулчӗҫ, — теҫҫӗ конкурса йӗркелекенсем. — Ачи те сахал, вӑййисем те урӑхла вӗсен». Ҫавна шута илсе «Атьӑр вӑйӑ выляр-и?» конкурс та йӗркеленӗ. «Тапса тӑрать талант ҫӑлкуҫӗ» конкурс та ачасен пултарулӑхне уҫса панӑ.
«Илемпипе Сентти – 2016» чыслӑ ята 7 класри Лида Храмовӑпа Илья Киданов ҫӗнсе илнӗ.
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ Чӑваш Республикин символӗсен кунӗ пулчӗ. Чӑваш Республикин элемӗсене 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ, ҫавна кура пирӗн республикӑшӑн, республикӑри пур ҫыншӑн паянхи кун питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ Патӑрьелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкулта.
Ҫав ятпа унта кашни класрах Чӑваш Республикин гимнӗ (сӑвви Илья Тукташӑн, кӗвви Герман Лебедевӑн) янӑранӑ. Пур ача та, вӗрентекенсем те ҫак уява хутшӑннӑ, уроксенче Чӑваш Республикин элемӗсен пӗлтерӗшӗсем ҫинчен калаҫнӑ, хӑтлавсем пӑхнӑ, викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Кӗҫӗн класс ачисем Чӑваш Республикин гербне, ялавне ӳкернӗ. «Элли Юрьев художникран пӗрре те кая мар пулса тухрӗҫ вӗсен ӳкерчӗкӗсем», — ырлаҫҫӗ ачасен ӗҫне асӑннӑ шкулта.
Патӑрьел районӗнчи Алманчӑкра пурӑнакансем малтан урам тӑрӑх утнӑ, кайран Мӑнкун сӗтелӗ хушшине ларнӑ. Кун пирки асӑннӑ ял тӑрӑх администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ.
Алманчӑксем ӗнер Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе ял тӑрӑх утса тухас тенӗ. Ҫакӑнта вырӑнти шкул ачисене явӑҫтарнӑ. Аллисене шар, ялав тытнӑскерсем малтан митинга хутшӑннӑ. Унта вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Георгий Фомин тата "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин пуҫламӑш организацийӗн секретарӗ Сергей Никитин хутшӑннӑ.
Сӑмах май каласан, Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне республикӑра тата районсенче те уявланӑ. Кӑҫал ҫак кун Мӑнкунпа, вӑл православи тӗнӗн чи ҫутӑ та аслӑ уявӗ шутланать, пӗр килчӗ. Уяв ячӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та республикӑра пурӑнакансене саламланӑ, "...тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫуралнӑ ҫӗр тата ҫӗршывӑмӑр ячӗпе ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп", - тенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |